
Тула облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗ «Раҫҫей чӗлхисем 2026» федераллӑ акцие хутшӑнать. Акцие хутшӑнакансене тутар е чӑваш чӗлхипе сӑвӑ вуламалла, унтан вертикаллӑ видео ҫырса халӑх тетелне вырнаҫтармалла. Вуланӑ чухне сӑввӑн куҫарӑвне е унӑн кӗске содержанине ҫырса памалла, тата мӗнле чӗлхепе вуланине палӑртмалла.
Акцие Раҫҫейри наци вулавӑшӗ, ҫав шутра Тутарстан, Дагестан, Мордва тата Чӑваш Республикисен вулавӑшӗсем, хастар хутшӑнаҫҫӗ. Сӑвӑ вуланӑ ролике Тула облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗн «ВКонтакте» халӑх тетелӗнчи страницӑра «ЯзыкиРоссии2026» хештегпа вырнаҫтарса пырӗҫ.
Акцие «Регион 71» информаци агентстви тата «Эпир – Раҫҫей» пӗрлехи информаципе ҫут ӗҫ проектне пурнӑҫлакансем те пулӑшаҫҫӗ. Ку проект пуш уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Акци тӗллевӗ – Раҫҫей халӑхӗсен туслӑхне тата пӗр-пӗрне ӑнланнине ҫирӗплетесси.

Белгород облаҫӗнчи Борисовка муниципалитет округӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗ ҫулталӑкне халалласа конкурс- фестиваль иртнӗ.
Эстафетӑна чи малтан Стригуны шкулӗнчи ачасем йышӑннӑ. Вӗсем мероприятие Раҫҫей гимнне юрланинчен пуҫӑннӑ. Хӑнасем валли ҫӗнӗ экспозициллӗ музей тата курав йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех шкул театрӗсен хушшинче «Раҫҫейри халӑхсен юмахӗсем» конкурс тата хор ушкӑнӗсен «Халӑх чунӗ юрлать» конкурсӗ иртнӗ.
Унтан эстафетӑна Борисовка шкулӗ йышӑннӑ. Унта сахал ача вӗренет: 26-ӑн кӑна. Ҫапах вӗсем интереслӗ программа хатӗрленӗ: шкулти музейра экскурси йӗркеленӗ, хор чӑвашла юрланӑ, «Как Олененок друга нашел» ненец юмахне лартнӑ.
Фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Борисовка шкулӗнче вӗҫленӗ.

Раҫҫей Федерацийӗнче Раҫҫей халӑхӗсен перлӗхӗн ҫулталӑкӗ иртнӗ май патшалӑх шайӗнче тӑван культура ҫинчен вырӑсла сочиненисен тата вырӑс культури пирки тӑван чӗлхепе ҫырнӑ хайлавсен конкурс йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра регионти тапхӑр пырать: шкул ачисемпе студентсем вырӑс культурине сӑнласа паракан чӑвашла хайлавсем ҫырса хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурсри ӗҫсене пилӗк ӳсӗмпе хаклӗҫ: 4-5 классенче вӗренекенсем; 6-7 классенче пӗлӳ пухакансем; 8-9 класа ҫӳрекенсем; 10-11 классенчи ачасемпе профессиллӗ пӗлӳ паракан организацисен студенчӗсем; аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем.
Регионти тапхӑр икӗ пая пайланать. Чи малтан муниципалитетсемпе вӗренӳ заведенийӗсен шайӗнче иртӗ. Кунта кашни хутшӑнма пултарӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Иккӗмӗш пайӗ акан 10-мӗшӗпе 20-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл республика шайӗнче пулӗ, унта умӗнхи пайра ҫӗнтернӗ ӗҫсем хутшӑнӗҫ. Иккӗмӗш пая вӗренӳ институчӗ куҫӑмсӑр майпа ирттерӗ.
Конкурса хутшӑнмалли темӑсен йышӗпе вӗренӳ институчӗн сайтӗнче паллашма пулать.

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи истори, филологи, управлени тата право факультетӗнче студентсемпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, директорӑн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Ирина Кириллова тӗл пулнӑ. Тӗп сӑмах Чӑваш чӗлхин наци корпусӗ валли материал пухасси тавра пулнӑ.
Пулас филологсемпе вӗрентекенсем корпус ӗҫӗпе паллашнӑ, ӑна мӗнле йӗркеленине пӗлнӗ. ЧПГӐИ ӑсчахӗсем студентсен тӳпи пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ: ҫамрӑксем хальхи технологисене хӑвӑрт алла илме пултарни ҫӗнӗ текстсене пухма пулӑшать.
Татьяна Денисовӑпа Николай Осипов преподавательсем каланӑ тӑрӑх, ку проекта хутшӑнни студентсене чӗлхе пӗлӗвӗн базипе ӗҫлеме хӑнӑхтарать.
Тӗлпулу хыҫҫӑн студент ушкӑнӗсене йӗркелесе, материал пухассипе ӑна йӗркелессине пуҫлама палӑртнӑ. Ку пӗрлехи ӗҫ чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тӗлӗшпе пысӑк утӑм пулнине палӑртнӑ.

«Яндекс. Куҫаруҫӑра» чӑваш чӗлхи Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен хушшинче ТОП-3 йыша лекнӗ. Кун пирки компани пресс-служби пӗлтерет.
Ҫынсем «Яндекс. Куҫаруҫӑра» ытларах тутар, пушкӑрт тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курнӑ. Кайранхи вырӑнсенче – мари, якут, удмурт, осетин, тува, ту-мари тата кабарда-черкес чӗлхисем. Палӑртса хӑварар: кунта вырӑс чӗлхине шута илмен.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра «Яндекс. Куҫаруҫӑра» Раҫҫейри халӑхсен 18 чӗлхипе усӑ курма пулать. Ҫав йышра сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхисем те пур.
Ют чӗлхесене илес тӗк, халӗ те яланхи пекех анлӑ усӑ курнӑ чӗлхесен йышӗнче — акӑлчан чӗлхи. Иккӗмӗш вырӑнта — китай чӗлхи. Вӑл 2022 ҫулта списокра 5-мӗш вырӑнта кӑна пулнӑ.

Чӗмпӗрте «Губернаторский» халӑх туслӑхӗн керменӗнче тӑван чӗлхе тата литература вӗрентекенсен хушшинчи форум иртнӗ. Унта 1,2 пин ытла хутшӑнакан пухӑннӑ: вӗрентекенсем, студентсем, наци диаспорисен ҫыннисем тата кӳршӗ тӑрӑхри хӑнасем. Форумра тутар, чӑваш тата ирҫе чӗлхисене упрасси тата вӗсене шкулта вӗрентес ӗҫри йывӑрлӑхсене сӳтсе явнӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӗренӳ организацийӗсенче вырӑс, тутар, чӑваш тата ирҫе чӗлхисене вӗрентеҫҫӗ, этнокультура тӗлӗшӗнчен 17 пин ытла ача пӗлӳ илет. Форум программине вӗрентекенсен семинарсем тата ӑсталӑх лаҫҫисем кӗнӗ, вӗрентекенсем хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ. Мӑкшӑ Республикин вӗренӳ министерствин ҫумӗ Михаил Аверкин та хӑйӗн опычӗпе паллаштарнӑ.
Форум умӗн облаҫре чӗлхесемпе йӑласене халалланӑ 900 ытла мероприяти ирттернӗ, вӗсене 40 пин ытла ача хутшӑннӑ.

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Тӗрленет сӑмах тӗрри» курав ӗҫлеме пуҫлать. Ӑна вырӑс тата чӑваш чӗлхисен пуянлӑхне пухнӑ паллӑ тӗпчевҫӗсене — Владимир Дальпе Николай Ашмарина халалланӑ. Кӑҫал Даль ҫуралнӑранпа 225 ҫул, Ашмарин ҫуралнӑранпа вара 155 ҫул ҫитет.
Куравӑн тӗп вырӑнӗнче — тӗпчевҫӗсем хӑйсен пурнӑҫне халалласа хатӗрленӗ паллӑ словарьсем. Сӑмах май, Владимир Даль хӑй вырӑс пулман, Николай Ашмарин вара вырӑс ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Ҫапах та вӗсем хӑйсем тӗпченӗ халӑх чӗлхине чунтан юратнӑ.
Стеллажсем ҫинче сайра тӗл пулакан кӗнекесемпе, архив докуменчӗсемпе тата авалхи япаласемпе паллашма пулӗ. Уйрӑмах сӑмах пухаканӑн ӗҫ сӗтелӗ кӑсӑклӑ, унта сӑн ӳкерӗнме те юрӗ. Тӗрлӗ вӑйӑсемпе викторинӑсем вара курава кӑсӑклӑрах тӑвӗҫ. Уяв марафонӗ шайӗнче уҫӑлнӑ курав кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Ҫак кунсенче тӗп хулара чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен пӗлтерӗшлӗ хула семинарӗ иртрӗ. Унӑн тӗп теми теорирен пуҫласа инновациллӗ практикӑпа ҫыхӑнтарса ӗҫлессине ҫутатасси пулнӑ. Семинарта «Тӑван чӗлхепе литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ — 2026» ӑмӑртура ҫӗнтернӗ тата малти вырӑнсене йышӑннӑ педагогсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Семинара 30-мӗш шкулти Ольга Сильева педагог та хутшӑнчӗ.
Хальхи вӑхӑтра урок ачасемпе чӗрӗ диалог йӗркелесси, вӗсене хастар тӗпчевҫӗ пулма пулӑшасси пирки сӑмах хускатрӗҫ. Уҫӑ уроксемпе мастер-классенче ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем ачасен тимлӗхне тыткӑнлама тата кулленхи пурнӑҫра ирӗклӗ калаҫма май паракан вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗҫ. Тухса калакансем паянхи педагог чӗлхеҫӗ кӑна мар, психолог та, технологисене пӗлекен ӑстаҫӑ та пулнине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулусем вӗрентекенсене чи актуаллӑ практикӑна ӗҫе кӗртме тата чӑвашла вӗрентес ӗҫе лайӑхлатма пулӑшма тивӗҫ.

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускав хулинчи «Чӑваш культурин обществи» обществӑлла организаци хутшӑннипе тата Василий Семенов ертсе пынипе «Чӑваш халӑхӗн историйӗпе чӗлхин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче ЧПГӐИ ӑслӑлӑх сотрудикӗ Андрей Сараев «Пӗр саспалли кӑна» докладпа тухса калаҫнӑ. Вӑл авалхи чӑваш историйӗпе ҫӑлкуҫсем ҫителӗксӗр пулнӑ май тӗрӗс фактсене палӑртасси мӗнле йывӑр пулни ҫинчен каласа панӑ. Ӑсчах чӑвашсем пулса кайни ҫинчен шухӑшласа кӑларнӑ концепцисем мӗнле ҫуралнине кӑтартнӑ: вӗсенче тӗрӗс ӑслӑлӑх пӗлӗвӗпе пӗрлех авторсем шухӑшласа кайни пӗрлешсе каять.
Ку доклада хӗрӳ сӳтсе явнӑ.
Ҫавра сӗтел ӗҫне ҫавӑн пекех лингвист-чӑвашҫӑ, Раҫҫей ӑслӑлӑхсен академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн урал-алтай чӗлхисен пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Савельев хутшӑннӑ. Вӑл тӗрӗк чӗлхисен ҫемйинче чӑваш чӗлхин историйӗн тӗп тапхӑрӗсене ҫутӑ кӑтартнӑ, хунсен, аварсен, хасарсен тапхӑрӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.

Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен тӑваттӑмӗш класс ачисем республика шайӗнче иртнӗ ӑс-тӑн вӑййисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисен XXXI «Чӗлхе ӑстисем» ӑс-тӑн вӑййисен турӗ нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче онлайн мелпе иртнӗ. Ӑмӑртура республикӑри мӗнпур хуласемпе муниципаллӑ округсенчи 700 ытла ача хутшӑннӑ. Елчӗк муниципаллӑ округӗнчен ӑс-тӑн вӑййисене Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ.
Эрнекун пӗтӗмлетӳ тунӑ. Елчӗк ачисем хӑйсене питӗ лайӑх кӑтартма пултарнӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхе» номинацире Александр Мудрецовпа Мария Васильева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхипе илемлӗ вуласси» номинацире Егор Харлампьев вара пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Майя Григорьева иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
